Иккĕнре вăй та, пурнăçăн илемĕ те...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:35 Просмотров: 18

Кăçал «Юратупа шанчăклăхшăн» медале илме тивĕçнĕ мăшăрсем хушшинче Туçари Валерийпе Апполинария Салминсем те пулчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн ывăлне Валерий Ивановича Туçа территори пайĕнче кăна мар, округра та, кÿршĕ тăрăхсенче те аван пĕлеççĕ. 80 çул урлă каçнă арçын паян та маттурлăхне, хастарлăхне çухатман. Муниципалитетри мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнать. 60 çултан аслăраххисем хушшинче йĕркеленĕ ташă ушкăнне те çÿрет. Акатуйра та вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе халăха паллаштарчĕç.

Салминсем 56 çул каялла августăн 3-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Студент чухне пĕр-пĕринпе паллашнă. Валерий Иванович салтакран таврăнсан малалла пĕлĕвне тăсас ĕмĕтпе Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан, спортра та харсăр каччă çак факультетрах ăс пухакан Елчĕк тăрăхĕн хĕрне, Полина Кирилловнăпа (хăй ыйтнипе ăна пурте çапла чĕнеççĕ. — Авт.) куç хывнă. Туслăх юратăва куçсан 1970 çулта мăшăрланнă.

Кил хуçи учительте, «Гвардеец», «Родина» колхозсенче, «Батыревский» хуçалăхра, «Тойси» кооперативра тĕп экономистра, Туçа ял совечĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ аграри университечĕ) вĕреннĕ, аспирантура пĕтернĕ. Ĕç ветеранĕ обществăлла ĕçсенче те яланах хастар. Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха тата уйрăм хушма хуçалăха аталантарассипе йĕркеленĕ комиссин членĕ, республикăри управлени шкулĕн штатра тăман лекторĕ пулнă. Хăй вăйĕпе «Салминсен çурт-музейне» йĕркеленĕ.

Валерий Ивановичăн сумлă ятсемпе наградăсем те чылай. Вăл — халăх академикĕ, тава тивĕçлĕ экономист, çавăн пекех Аркадий Айдак ячĕпе хисепленекен «За службу народу» ордена, Раççей Федерацийĕн космонавтикин Андриян Николаев ячĕллĕ медале тата ытти хисепе тивĕçнĕ.

Полина Кирилловна çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани парассипе чылай тăрăшнă. Нумай çул Туçари вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине ертсе пынă. Вăл вĕрентнĕ ачасем паян та унпа çыхăну тытаççĕ. Педагогика ветеранĕ «РФ халăх çут ĕç отличникĕ» хисепе илнĕ.

Пурнăç сукмакĕнче тумхахсем те пулнă, анчах вĕсем пурте хыçа юлнă. Салминсем çурт лартнă, ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿс-

тернĕ. Сергей Патăрьелĕнче тĕпленнĕ. Наташа — Шупашкарти медицина училищин, Раççей патшалăх социаллă университет выпускникĕ. Аслă медсестрара тăрăшать. Надежда Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухнă. Эстрадăра ăна Надежда Юрпи пек пĕлеççĕ.

Пилĕк мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ Салминсемшĕн чи кĕтнĕ хăнасем. Вĕсем йăха тăсакансен çитĕнĕвĕсемпе, телейĕсемпе савăнаççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика