Пĕри тунă йăнăша ыттисен шута илесчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.08.2026, 15:18 Просмотров: 15

ИНТЕРНЕТ уçлăхĕ çынсене чылай çăмăллăх парать, çав вăхăтрах инкек те кăтартма пултарать. Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм çунтармалли-сĕрмелли материал ăçта пуррине тата мĕн хак тăнине кăтартакан программăна телефонĕ çине лартнă. Шел пулин те, ку суя, телефон çинчи данныйсене пухаканни пулнă. Приложени кăмăлне кайсах пĕтменнипе нумай усă курмасăрах хуратнă, анчах тепĕр виçĕ кунтан пăшăрханмалли сăлтав тупăннă. Хĕрарăм ячĕпе такам çĕнĕ симка илнĕ те 50 пин тенкĕлĕх телефона кашни уйăхра тÿлесе пымалла (рассрочкăпа) туяннă. Нуша курнăскер ултав пирки шалти ĕçсен министерствин «Батыревский» уйрăмне заявлени çырнă.

Мошенниксем халĕ питĕ чее, ĕçлемесĕр укçа тăвас тĕллевпе темле мел те шыраса тупаççĕ. Шалти ĕçсен министерстви питĕ асăрхануллă пулма ыйтать: фейк-приложенисене АРЛ-файлсем урлă лартаççĕ, вĕсем геолокаци тата файлсем патне кĕме ирĕк ыйтаççĕ. Кун пеккисене тÿрех карçинккана ямалла е хуратмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика