Шăлсене вырăнтах сиплеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2024, 19:50 Просмотров: 80

Çие шурă халат тăхăнса çын сывлăхне сиплеме пуçăниччен сахал мар вĕренмелле. Турханти врач офисĕнчи Валентина Башмакова (сăн ỹкерчĕкре сылтăмри) шăл тухтăрĕ те пĕлỹ сукмакне аванах такăрлатнă. Кивĕ Вăрмар ялĕнчи шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медицина колледжне çул тытнă. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмлă-куçăмсăр майпа пĕлỹ пухма пуçланă. Направленипе пирĕн района ĕçлеме килнĕ.

- Паллах, малтанласа шухăшлаттарчĕ. Пĕлмен район. Ку еннелле килсе курман. Пуçра халăхĕ епле йышăнать-ши текен шухăш тăчĕ. Сиплев ĕçне эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та пикенмеллине асран кăлармарăм. Халĕ ĕçе куллен утас килсех тăрать. Пациентсемпе пĕр чĕлхе тупрăм. Пулăшу ыйтма Турхан енчи халăх çеç килмест. Ытти ялсенчен те чылай,- тет Валентина Германовна.

Ĕçсĕр тăрасси çук тухтăрăн. Сиплев черетне маларах çырăнаççĕ. Çакă ĕçлеме те меллĕ. Пациентсем алăк умĕнче кĕпĕрленсе тăмаççĕ. Хăйсен вăхăтне сая ямаççĕ.

Медицина сестрипе килĕшỹре тухтăр. Çакă те ĕçре пулăш. Тури Тăрмăш кинĕ Ирина Николаева. Тухтăра ĕçре кирлĕ пулакан хатĕрсене вăхăтра алă айне хурать вăл. Пĕчĕк пациентсене илĕртмешкĕн теттесем сĕнет.

Валентина Германовна хăй те тахçантанпах тĕпленнĕ Турханта. Аслă Чемен каччипе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ çемьере асли пулнăран уйрăлса тухса Турхана çурт лартнă. Владимир Васильевич та çак ялтах ĕçлет. Вăтам шкулта ачасене пĕлỹ парать.

 Çулсем иртеççĕ. Сисĕнмеççĕ те. Виçĕ ача çуратса ỹстернĕ Башмаковсем. Аслă хĕрĕ - Алина - куç тухтăрĕ пулма вĕренсе тухнă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтереççĕ. Алексей ывăлĕ Рязаньти çар училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Украинăри ятарлă çар операцийĕнче те пулчĕ. Аманнăскер Шупашкарти А. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусĕнче воспитательте ĕçлет. ОБЖпа вĕрентет. Полина хĕрĕ тĕп хулари медицина колледжĕнче вĕренет.

Вырăна тухса çỹрессине те мала хурать Валентина Башмакова. Шкулсене çитет. Çитĕнекен ăрăва шăлсене мĕнле упрамалли пирки калаçусем ирттерет. Уйăхра пĕр хутчен Патăрьелĕнчи тĕп больницăна ĕçе килет.

- Сывă шăл - сăн-пит илемĕ. Анчах темшĕн ыратма пăхаççĕ вĕсем. Шăл тухтăрĕ патне йышăнăва кĕмен çын çуках-тăр. Вырăнта ятарлă специалист пурришĕн тем пекех хĕпĕртетпĕр. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ялсенче çакнашкал офиссем уçнине ырламаллах,- тет Валентина Башмакова патĕнче сиплев илнĕ Надежда Степанова.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика