Иртнине пĕлмеллех ачасен

Категория: Публикации Опубликовано: 27.03.2024, 19:34 Просмотров: 94

Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн пиллĕкмĕш класĕнче пĕлỹ пухакансем вырăс чĕлхипе литература эрнинче Нина Тихонова вĕрентекен ертсе пынипе "Вăрçă тата ачасем" темăпа викторина ирттерчĕç. Мероприяти тĕллевĕ вĕренекенсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе тĕплĕнрех паллаштарасси, ун чухнехи çамрăк ачасен паттăрлăхне ку чухнехи çитĕнекен ăрăва каласа парасси, тылра тăрăшакансем çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине аса илтересси, пурнăçа юратма хăнăхтарасси, хĕрсемпе каччăсенче патриотла туйăма вăйлатасси, алла хĕç пăшал тытса çапăçнă ветерансем патне хисеп ỹстересси, хамăр халăх тунă паттăрлăх патне мăнаçлăх çуратасси пулчĕ.

Унта хутшăнакансен 5 "çар ĕçĕ" витĕр тухма тиврĕ. Вырăс чĕлхипе литературине пĕлекенсем йывăрлăхсен урлă çăмăллăнах каçрĕç. Ульяна Ляковăпа Иван Аблясов çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Вăрçă ачисем... Мĕн чухлĕн вĕсем - харсăр çамрăк чĕреллисем Тăван çĕршыва пурте юратаканскерсем.

Викторинăна "Не отнимайте солнце у детей" юрă клипĕпе вĕçлерĕç.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика