Шупашкарта И.Галкин, И.Исаев, Э.Григорьев, В.Николаев тренерсене асра тытса 2010-2011 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе турнир иртнĕ. Унта "Паттăр" спорт шкулĕн воспитанникĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Самир Ибетов, Святослав Осипов иккĕмĕш, Адел Файзуллин виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2024 |