Малтисем - Туçаран тата Сăкăтран

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:58 Просмотров: 252

 И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн спорт лапамĕнче Раççей спорт мастерĕн В. Сименьăн парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту иртнĕ.

 Унта "Паттăр" спорт шкулĕн спортсменĕсем те хастар хутшăннă. 12-13 çулсенчи хĕрачасем пьедесталăн кашни картлашкине йышăнма пултарнă. Ксения Измайлова (Туçа) пĕрремĕш, Ксения Пыркина (Сăкăт) иккĕмĕш, Екатерина Измайлова (Туçа) виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.

 14-15 çулсенчи хĕрачасенчен Аделина Краснова (Сăкăт) виççĕмĕш вырăна тухнă. 12 çулхи тата вĕсенчен кĕçĕнрех арçын ачасенчен Арсений Сулагаев (Сăкăт) - çĕнтерỹçĕ.

Ачасен çитĕнĕвĕнче А. Алексеевпа В. Глинкин тренер-преподавательсен тỹпи пысăк.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика