Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.03.2024, 18:50 Просмотров: 237

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 25-мĕш ларăвĕ маларахрисемпе танлаштарсан сумлă лару-тăрура иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрлех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов та хутшăнчĕç. Сессире структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем те пулчĕç. Пухăва унăн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатасем кун йĕркине кĕртнĕ 14 ыйтăва пăхса тухса йышăну турĕç. Çавăн пекех депутатсем умĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Ларьков полицин 2023 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет турĕ.

Сессире Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ-экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн начальникĕ Виктор Львов 2024 çулта Патăрьел мунициалитет округĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планне улшăнусем кĕртес тата 2025-2026 çулсенче муниципаллă пурлăха приватизацилемелли тĕп енсем, Патăрьел муниципалитет округĕн харпăрлăхĕ шутланакан çĕр участокĕсене Раççей Федерацийĕн харпăрлăхне парас ыйтусемпе тухса калаçрĕ.

Тĕп ыйтусенчен пĕри - "Патăрьел муниципалитет округĕн 2024 çула тата планпа пăхнă 2025 тата 2026 çулсем валли бюджет çинчен" депутатсен йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Унпа Патăрьел мунициалитет пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ.

Ларура муниципалитет округĕн администрацийĕн строительство, çул тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пай начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Ижедеров пуçару проекчĕсемпе çыхăннă йĕркесем пирки, администрацин право тата кадр ыйтăвĕсен пай начальникĕ Наталия Каргина депутатсен Пухăвĕн 2022 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи Патăрьел муниципалитет округĕнче муниципалллă служба çинчен калакан положение çирĕплетесси çинчен" йышăнăвне хушусем кĕртесси тата ытти хăш-пĕр ыйтупа тухса калаçрĕç. Кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика