Вĕренỹре те маттур, спортра та хастар

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:11 Просмотров: 361

Хирти Пикшикри вăтам шкулта ачасен тавра курăмне ỹстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Çитĕнекен ăрупа урокра, ун тулашĕнче хаваспах ĕçлеççĕ вĕрентекенсем. Ачасем шкулта, муниципалитет шайĕнче, республикăра иртекен мероприятисене кăмăлтан хутшăнаççĕ. Шашка-шахмат, "Зарница", "Орленок" вăйăсене, йĕлтĕрпе, çуран чупассине, шывра ишессине, пăшалтан перессине, алă вăй виçессине, волейбол турнирне, ытти ăмăртусене мала хураççĕ. Предмет олимпиадисенчен, наукăпа практика конференцийĕсенчен çĕнтерỹпе таврăнаççĕ.

Çакна Ландыш Каштановапа Диана Иванкина (ỹкерчĕкре) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçни те çирĕплетет. Пикесем кунти шкул сукмакне пĕрремĕш класранпах такăрлатаççĕ. Хăйсене сăпайлă тытаççĕ, вĕренỹре, спортра малта пыраççĕ. Уйрăмах йĕлтĕрпе, çуран чупассине кăмăллаççĕ."Зарница","Орленок" вăйăсене хастар хутшăнаççĕ. Класран класа "5" паллăсемпе куçаççĕ.

 "Русский медвежонок", "Кенгуру", "Чĕвĕлти чĕкеç", "Эрудит планеты", "Английский бульдог" конкурссенче палăраççĕ. Муниципалитет округĕнче ОБЖ, вырăс, чăваш, тутар чĕлхисемпе литература, математика предмечĕсемпе иртекен олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕ, призер пулаççĕ, республика шайĕнче унăн чысне хỹтĕлеççĕ.

"Юнармия" командисем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртусенче те ырă енпе палăраççĕ. Ушкăнпа мала тухассишĕн питĕ тăрăшаççĕ. Çаксене, паллах, Хисеп хучĕсемпе медальсем çирĕплетеççĕ.

Шкулта Дианăпа Ландыш пуриншĕн те тĕслĕх, вĕсенчен ыттисен вĕренмелĕх пурах.

Виктор АНТИПОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика