Кĕнеке тусĕсем хăнара пулчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:10 Просмотров: 216

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн пĕрремĕш класĕнче вĕренекенĕсем О. Спинова класс ертỹçипе пĕрле районти тĕп библиотекăра пулчĕç. Надежда Исаева библиотекарь çитĕнекен ăрăва вулавăшра хăйсене мĕнле тытмаллипе, кĕнекесемпе епле усă курмаллипе, кунти фондпа паллаштарчĕ. Ачасене экскурси килĕшрĕ.

Илĕртỹллĕ хуплашкаллă кĕнекесене тытса пăхрĕç. Ырă шăршăллă страницăсене уçрĕç. Çĕнĕ сăнарсемпе паллашрĕç. Интерактивлă хăйăр лапамĕ, мультстуди те кăмăла кайрĕ. Мозаика пухасси килĕшрĕ.

Ачасем саспаллисене вĕренсе пĕтернĕ. Сыпăнтарма пултараççĕ. Килĕсенче вулама кĕнекесем илчĕç.

Надежда ВАСИЛЬЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика