Коллектива пĕрлештерекен мероприяти

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:09 Просмотров: 287

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти М. Хайбуллова, Р. Куликова, Ч. Ва- хитова, Р. Абянова пуçламăш классен вĕрентекенĕсем Раççейри Çемье çулталăкне халалласа "Çемье - телей уççи" ятпа мероприяти ирттерчĕç. Шарафутдиновсен, Аитовсен, Сабитовсен, Хафизовсен, Валиулловсен, Мурдеевсен, Куликовсен, Гайнулловсен, Хасяновсен, Ахметовсен, Незметдиновсен, Абитовсен çемйисем унта хастар хутшăнчĕç. Кашнийĕ хăйсем çинчен каласа пачĕç, йăла-йĕркене аса илчĕç.

Мероприятие Чулпан Илдаровна ертсе пычĕ. Фанис Феметдиновичпа Румия Азимовна сăмах каларĕç. Çемьесем икĕ ушкăна уйрăлса 8 турта тупăшрĕç. Вĕсене ачасем хавхалантарса тăчĕç. Юмах инсценировки вара пурне те тыткăнларĕ. Унта пурте хастар хутшăнчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче çемьери кашни çын пĕр-пĕриншĕн тăрăшни курăнчĕ. Çитĕнекен ăру çын пурнăçĕнчи çемье пĕлтерĕшне ăнланчĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хушшинчи çыхăну та çывăхланчĕ.

Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи Г.Айзатуллова мероприятие пĕтĕмлетсе çемьесене асăнмалăх парнесем пачĕ.

Румия КУЛИКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика