Халăх çĕршыв пуласлăхĕшĕн сасăларĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2024, 19:02 Просмотров: 292

 Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 15-17-че иртнĕ Раççей Президенчĕн суйлавне суйлавçăсен 77,44 проценчĕ хутшăнни паллă. Халь ĕçлекен Раççей Президенчĕшĕн Владимир Путиншăн 87,28 процент, КПРФ кандидачĕшĕн Николай Харитоновшăн 4,31 процент, "Новые люди" парти кандидачĕшĕн Владислав Даванковшăн 3,85 процент, ЛДПР кандидачĕшĕн Леонид Слуцкийшĕн 3,20 процент сасăланă.

Чăваш Енре суйлавçăсен 74,13 проценчĕ суйлава хутшăннă. Вăл шутран дистанциллĕ электрон мелĕпе сасăлама кăмăл тунисенчен 96,13 проценчĕ çак ĕçе пурнăçланă. Республикăри суйлавçăсенчен 85,49 проценчĕ Владимир Путиншăн, Николай Харитоновшăн 5,35 процент, Владислав Даванковшăн 4,70 процент, Леонид Слуцкийшĕн 3,01 процент сасăлани паллă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те суйлав участокĕсене йышлăн килнĕ. Ку енĕпе эпир республикăра та малта. Суйлавçăсен 99,02 проценчĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă. Дистанциллĕ электрон мелĕпе сасăлассипе те кăтартуллисен йышне кĕме пултарни кăмăллă.

РФ Президентне суйлама тăратнă кандидатсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакăн чухлĕ сасă пухнă:

Даванков В.А. - 394

Путин В.В. - 23181

Слуцкий Л.Э. – 253

 Харитонов Н.М. - 772.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика