Асрах эсир, паттăрсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 16:01 Просмотров: 277

Çĕньялта Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн вилнĕ ял çыннисене - Николай Киркина, Алексей Елимова, Сергей Паймулкина - асра тытса волейбол турнирĕиртнĕ.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Çĕньял территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова хутшăннă.

 Турнира уçнă май Рудольф Селиванов çакнашкал мероприятисем ирттерни çитĕнекен çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама пулăшнине каланă.

Турнира 4 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Çĕньял çамрăкĕсем тухнă. Иккĕмĕшне Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем йышăннă. Пăхăр призерсем Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти педагогсен коллективĕ пулнă. Çĕнтерỹçĕсемпе мала тухнисене кубоксемпе, медальсемпе чысланă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика