Пур енлĕ ăсталăх пулсан

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:59 Просмотров: 302

Раççейри Çемье тата Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăксене халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республикăри тапхăрĕ иртнĕ.

Муниципалитет шайĕнчи тупăшăва хутшăннă 5-6 классенче вĕренекен çирĕм пĕр ачаран иккĕшĕ - Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Е.Герасимовăпа Турханти Р.Сымова - унта хутшăнма тивĕç пулнă.

 Республика шайĕнчи конкурсра 60 ача тупăшнă. Çав йышра Пушкăрт, Тутарстан Республикисен тата Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен 10 ача пулнă.

Конкурса хутшăннă ачасен йышăннă йĕркесене пăхăнса, грамматика йăнăшĕсемсĕр, тĕрĕс те илемлĕ, кирлĕ интонаципе хăй суйласа илнĕ текста пăхмасăр каласа пама пултармаллаччĕ.

Турханти вăтам шкулти Р.Сымова (ертỹçи О.Сымова) конкурсран призер пулса таврăннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика