Ăста кĕрешỹçĕсем чыслава тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:58 Просмотров: 262

СССР спорт мастерне О.Маркиянова асра тытса хĕрсемпе каччăсем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе республикăн уçă турнирĕ иртнĕ. Ăна çитĕнекен ăрăва спорта анлăн явăçтарас, ăста спортсменсене палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.

15 виçе категорийĕпе кĕрешме тивнĕ. Пьедесталăн пĕрремĕш картлашкине Патăрьелсенчен Адель Фазуллин (40 килограмлă виçепе), иккĕмĕшне Рамазан Закиров (29), Амирхан Тухфетуллов (23) хăпарма пултарнă. Çĕнтерỹçĕсемпе мала тухнисене кубоксемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе хавхалантарнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика