Паха çулпа çỹреме те кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:41 Просмотров: 279

Çул муниципалитетăн экономикине, халăхăн пурнăç условине лайăхлатма кирлĕ. Çавăнпа та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ăна çĕнетсе, юсаса тăраççĕ. Çакăнта патшалăх паракан пулăшусем те пысăк витĕм кỹреççĕ.

 "Хăрушлăхсăр паха çулсем" наци проекчĕпе усă курса 2020-2023 çулсенче регион тата муниципалитет шайĕнчи çулсене 15,123 çухрăм тирпейленĕ. Унсăр пуçне тăватă çухрăма яхăн тротуар сарнă, ăна çутăпа тивĕçтернĕ. 2023 çулта наци проекчĕ пулăшнипе Первомайскипе Анат Чакă хушшинче çуран çỹрекенсем валли тротуар хута кайрĕ. Кунта халĕ каçпа та кăнтăрлахи пекех пулнишĕн çак ялсенче пурăнакансем те, водительсем те хĕпĕртеççĕ. Халăхшăн тивĕçлĕ услови туса пани инкек-синкекрен те сыхлать.

 2020-2023 çулсенче наци проекчĕпе пĕтĕмĕшле 281660,644 пин тенкĕ уйăрнă, вăл шутра федераци хыснинчен - 245850,244 пин тенкĕ.

 "Хăрушлăхсăр паха çулсем" наци проекчĕ пулăшнипе кăçал "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" автоçулăн пĕр пайĕнче тата тротуар сармалла, ĕçе иртнĕ çулах пуçăннă.

Муниципалитетра ытти программăсене те хастар хутшăнса çулсене çĕнетсе пыраççĕ. 2024 çулта Çĕнĕ Ахпỹрте, Туçаран Вăтаелне, Кĕçĕн Патăрьелĕнчен Кивĕ Катеке каякан çулсене те строительство ĕçĕсем пырĕç. Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" республика шайĕнчи автоçула та юсаççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика