Çемье хаклăхĕсем - чи малти вырăнта

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:39 Просмотров: 242

Мартăн 12-ĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл хальхинче икĕ сехет те 25 минут тăсăлчĕ. Мероприятие 80 журналист хутшăнчĕ, 30-шĕ 46 ыйту пачĕç.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансене халăха пăшăрхантаракан ыйтусем яланах çывăх. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне шăпах çавсене çитерме тăрăшрĕç те. Пĕрремĕшĕ çул-йĕрпе çыхăннăскер пулчĕ. Анна Давыдова журналист хускатакан темăна хуравланă май Олег Алексеевич Сĕнтĕрвăрри шоссе çулĕн пĕр пайне юсаса çĕнетме палăртнине каларĕ. Транспорт виççĕмĕш çаврăмĕпе çыхăннă ĕçе пурнăçлама 30 миллиард тенкĕ кирлĕ. Ăна тапхăрпа пурнăçлассине пĕлтерчĕ.

Нумай пулмасть Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

Пресс-конференцире ТАСС журналисчĕ Наталья Николаева кун пирки кăсăкланчĕ. Регион ертỹçи Владимир Владимировича республикăри проектсем ытларах кăсăклантарнине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, шкул театрĕсен "Асам" фестивалĕ. Пресс-конференцире çемье тата унăн йăли-йĕрки пирки те сăмах пулчĕ. Олег Алексеевич хăйĕн ачалăхĕ ялта иртнине, аслашшĕпе пĕрле питĕ нумай вăхăт ирттернине, çемьери хаклăхсене унран вĕренсе юлнине каларĕ.

Ялсенче кадрсем çитменни паян пурне те пăшăрхантарать. Фельдшерпа акушер пункчĕсенче вăй хуракансемпе те хĕсĕкрех. Шкулсенче те çаплах.

- Педуниверситет хыççăн шкула ĕçлеме килессе питĕ кĕтетпĕр, анчах пурте ачасемпе ĕçлесшĕн мар. Çамрăксен хăйсен тĕллевне тĕрĕс палăртма пĕлмелле, ăçта вăй хурас килнине маларах шухăшламалла, - терĕ регион ертỹçи. Çавăн пекех вăл Президент пуçарнипе пĕлỹ çурчĕсенче тăрăшакансем валли тĕрлĕ çăмăллăх хута кайнине аса илтерчĕ. Медицина ĕçченĕсене пулăшас тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа уйăрма шут тытнине, унпа сывлăх сыхлавçисем çул укçине саплаштарма, пурăнмалли вырăна тара тытнăшăн тỹлеме пултарнине каларĕ.

Запорожьери хыпарсен агентствин журналисчĕ те ВКС мелĕпе çыхăнăва тухрĕ. Вăл Чăваш Ене Бердянска шефла пулăшу кỹнĕшĕн тав турĕ. Олег Николаев Бердянск районне малашне те аталанма пулăшассине, çакна валли 2028 çулччен программа хатĕрленине пĕлтерчĕ.

Олег Алексеевич журналистсене пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшнине, çулла ирпе 5 сехетре чупма тухнине, хĕлле йĕлтĕр сырма май тупнине, çемйипе вăрманта уçăлса çỹреме, кинотеатрта илемлĕ фильм курма кăмăлланине, кĕнеке вулама юратнине, вырсарникун мунча кĕрессине йăлана кĕртнине пĕлтерчĕ.

Хуçасăр йытăсен шăпи пирки те конференцинче сăмах пуçарчĕç. Çĕмĕрлере 150 вырăнлăх приют хăпартаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев килсĕр анчăк нумайланни çынсен явапсăрлăхĕпе çыхăннине аса илтерчĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене республикăра тимлĕх уйăраççĕ. Олег Николаев çак тĕллевпе кăçала валли 1,2-1,3 миллиард тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтерчĕ.

Пресс-конференцире командăллă спорта аталантарасси, лифтсене улăштарасси, Шупашкарти Садовый микрорайонта шкула хута ярасси тата ытти ыйтусене те хускатрĕç. Олег Алексеевич кашнине тулли хурав пачĕ, пурне те калаçăва хутшăннăшăн тав турĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика