Тава тивĕçлĕ акушер-гинеколога хисеп тăвĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 15.03.2024, 15:37 Просмотров: 306

ЧĂВАШ Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ, çĕршер пациент умĕнче хисеп çĕнсе илнĕ ăста тухтăр, медицина наукисен докторĕ, профессор, акушер-гинекологсен Европа ассоциацийĕн членĕ Галина Воронцова пурăннă пулсан апрелĕн 3-мĕшĕнче 95 çул тултармаллаччĕ. Хăйĕн профессийĕпе чунне парса тăрăшнă тухтăра, нумай çемьене пепкене алла илме пулăшнă сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченне сума суса тата унăн ятне асра тытса юбилей кунхине Кỹкеç поселокĕнчи "Бичурин и современность" музейра "Легенда чувашского здравоохранения" курав йĕркелеççĕ тата "Çулсем тата çынсем" телекăларăм валли кино та ỹкереççĕ. Галина Воронцова Патăрьелĕнчи тĕп больницăра (1956-1960) ĕçленĕ вăхăтра та, ытти чухне те ача çуратайман сахал мар хĕрарăма "телей кайăкне" парнеленĕ. Шанас килет, вĕсем пурте çак мероприятие хапăл туса хутшăнĕç, тава тивĕçлĕ врач канлĕхĕшĕн пуç тайĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика