Шашка-шахмат илĕртỹллĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:39 Просмотров: 307

Çамрăксен "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕнче Мансур Зарифович Абдуллин шашка-шахмат спорт ветеранĕ ячĕпе турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал саккăрмĕш хут йĕркелерĕç ăна.

Турнира уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Кзыл Чишма территори пайĕн начальникĕ Раил Камалов, "Сэлэт-Батыр" вĕрентỹ центрĕн директорĕ Джалиль Сулейманов, шашка федерацийĕн председателĕ Николай Федоров тата шахмат федерацийĕн председателĕ Рифкать Сафиуллов хутшăннă.

Ăмăрту Тутарстан Республикин, Ульяновск облаçĕн, Шăмăршă, Вăрнар, Патăрьел муниципалитет округĕсен 30 ытла шашка тата шахмат ăстине пуçтарнă. Шашка турнирĕнче Владислав Григорьевпа Арслан Салимгереев, шахматпа Владимир Сименовпа Эмиль Абдуллин çĕнтерỹçĕсем пулнă. Турнира хутшăнакансене асăнмалăх парнесем, çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика