Обществăлла вырăнта та йĕркене çирĕп пăхăнмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:38 Просмотров: 262

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ - Юхмапа Пăла тăрăхĕнче преступлени тăвакансен йышне чакарасси, саккунлăха пăхăнасси, обществăлла вырăнта йĕрке тытса тăрасси, халăха тăнăç пурнăçпа тивĕçтересси. Çак тĕллевпе эпир республикăра иртекен тĕрлĕрен операцине хутшăнатпăр, рейдсем йĕркелетпĕр, округри массăллă мероприятисене явăçатпăр тата ытти те.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен служба ĕçĕнче тĕрлĕрен лару-тăрура саккуна пăсакансене лăплантарма тивет. Чылай чухне хирĕç-тăру эрех-сăра ĕçнипе, çавăн пекех пĕр-пĕрне ăнланманнипе, парăнасшăн пулманнипе те сиксе тухать. Ун пек тĕслĕхсем çамрăксем хушшинче те пулаççĕ. Иртнĕ çулхи декабрĕн пуçламăшĕнче çурçĕр çитеспе Патăрьелĕнчи кафе умĕнче çамрăксен икĕ ушкăнĕ хушшинче сиксе тухнă пăтăрмаха следствипе оперативлă ушкăн, ДПС экипажĕ те хутшăнма тиврĕ. Обществăлла вырăнта йĕркене пăснă çак ушкăнти çынсене, вăл шутра конфликт пуçаруçине те саккунпа килĕшỹллĕн айăпланă.

Обществăлла вырăнта 22 сехет хыççăн та çул çитмен çамрăксене, шкул ачисене те час-часах асăрхама пулать. Çакна ашшĕ- амăшĕн çирĕп тĕрĕслесе, сăнасах тăмалла.

Алексей БЫКОВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика