Сасăлава кăмăлтан хутшăнăпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:38 Просмотров: 305

Кăçалхи мартăн 15-17-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртĕ. Ăна кашни çын кăмăлтан кĕтет. Çĕршыв шăпине татса парас ĕçе мĕнле явăçмăн-ха?

 Тутар Сăкăт ялĕнчен суйлава 900 çынна яхăн хутшăнмалла. Ытти сасăлавсенче пирĕн 88-90 проценчĕ хăйсен тивĕçне пурнăçлаканччĕ. Ку хутĕнче ытларах та пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен чылайăшĕ электронлă майпа сасăлама пултарать. Тата обходчиксем (ятарлă тумпа пулнипе вĕсене ыттисенчен уйăрса илме май пулчех) февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 7-мĕшĕччен кашни çынпа тĕл пулса суйлава хăçан тата мĕнле майпа хутшăнас кăмăл пуррине ыйтса пĕлчĕç. Çакă ялта пропискăра тăракан, тĕрлĕ хулара вĕренекен студентсен шухăшне пĕлме май пачĕ. Е вăхăтлăха ялтан аякра ĕçлесе пурăнакан çынсен шухăшне палăртма пулăшрĕ.

Суйлав вăл - уяв. Ĕлĕкренех атте-анне унта капăр тумланса ирпе-ирех утатчĕ. Пĕринчен тепри маларах хăйсен сассине пама тăрăшатчĕ. Тутлă çимĕç туянса килсен епле савăнаттăмăр. Аслă ăрури çын яваплăха паянхи кун та çаплах туять. Ăна ачисене, мăнукĕсене хăнăхтарса пырать. Çакна участокри суйлав комиссийĕнче 40 çула яхăн ĕçлени те çирĕплетме май парать.

Суйлава йĕркеллĕ ирттерсе ярасси пиртен те килет. Эпир хамăрăн тивĕçе пурнăçлама тăрăшатпăрах.

Розалия НЕСИБУЛЛОВА, участокри суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика