Кăмăла çĕклекен уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:30 Просмотров: 265

 "Паттăр" спорт шкулта "Стартра хĕрсем..." спорт фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев хутшăннă.

Хĕрарăмсем боулингла, дартсла выляса, пневматикăлла винтовкăран персе, кире пуканĕ йăтса, скакалкăпа сиксе ăмăртнă. Унта муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчен хĕрарăмсен 20 команди явăçнă.

Фестиваль чăн-чăн сывлăх, илемлĕх, хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн уявĕ пулнă. Этемлĕхĕн черчен пайĕ çурт ăшшине çеç упраманнине, общество пурнăçне хастар хутшăннине çирĕппĕн кăтартнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе пĕрремĕш вырăна Патăрьел, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхаль, виççĕмĕшне Сăкăт территори пайĕсен командисем йышăннă.

Харкам-хăйшĕн выляса боулингпа Татьяна Михайлова, тĕл перессипе Мария Кошкина, кире пуканĕ йăтассипе Ирина Вавилова, дартспа Надежда Кузьмина, скакалкăпа сиксе Ольга Мальцева мала тухнă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика