Иван Лисовпа Сергей Паймулкина асăнса çарти юлташĕсем палăк лартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2024, 19:21 Просмотров: 243

 ÇАК пархатарлă ĕçе чăн-чăнах шанчăклă, пĕр-пĕрне чун-чĕререн парăннă туссем çеç пурнăçлама пултараççĕ... 2024 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсем иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче машинăпа пынă чухне шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă салтаксем - Упамсари Иван Лисовпа Çĕньялти Сергей Паймулкин - куç хупнă вырăнта, Запорожье облаçĕнчи вăрман çывăхĕнчи лапамра палăк уçнă. Унта вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсем те, ячĕсемпе хушма ячĕсем те пур. "Сирĕн йăл куллу ялан асăмăрта,сире нихăçан та манас çук",-тенĕ палăк çине чăвашла. Çиччĕмĕш ротăри ентешсем çывăх юлташĕсене пĕр кун та асран кăлармаççĕ. Вĕсене хастар та паттăр, Тăван çĕршыва чунтан юратакан салтак, шанчăклă юлташ пек асра тытаççĕ. "Лис" тата "Фермер" службăри юлташĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕç.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика