Турнир пĕлтерĕшĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:57 Просмотров: 453

 Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" стадионта çак ялта çуралнă, пурнăçран ир уйрăлнă çынсене асра тытса мини-футболла выляссипе йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Сăмах калакансем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи кунĕнче çакнашкал турнир йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă, хамăр хушăмăрта çуккисене ырăпа аса илнĕ. Кун-çулĕ кĕске пулнă пулсан та вĕсем муниципалитет округĕшĕн тата территори пайĕшĕн историе асра юлмалли йĕр хăварнă.

Вăйă пуçлансан футболистсем хăйсен выляс ăсталăхне, çĕнтерес ĕмĕтне, хирĕç вылякан команда патне хисеп пуррине палăртнă.

Турнира 9 команда хутшăннă. Ачасем хушшинчи "Паттăр" спорт шкулĕн, аслисенчен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи "Олимп" командăсем çĕнтернĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика