Çĕнтерỹçĕсем чыса тивĕçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:52 Просмотров: 556

 Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче воин-интернационалиста, Раççей Федерацийĕн чикĕ хуралĕн хăрушсăрлăх службин аслă мичманне, çак ялта çуралса ỹснĕ Сергей Ядуркина асра тытса пневматикăлла винтовкăран перессипе йăлана кĕнĕ пиллĕкмĕш уçă турнир иртрĕ. 14-18 çулсенчи ачасем хушшинче Елизавета Иванова, Евгений Жегалин пĕрремĕш, Валентина Кистол, Дмитрий Фролов иккĕмĕш, Анастасия Васильева, Николай Адикин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Аслăраххисенчен Альбина Фролова, Алексей Ахмеев пĕрремĕш, Галина Ядуркина, Владимир Маркиданов иккĕмĕш, Василиса Никандрова, Валерий Тимошкин виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсене, медальсене тивĕçрĕç. Мероприятие йĕркелекенсем çавăн пекех тĕрлĕ номинаципе те чысларĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика