Пĕр ялтан - тăватă паттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:49 Просмотров: 458

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче чылай ялта спорт мероприятийĕ иртрĕ. Алманчăра Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Николай Сымова, Алексей Михеева, Иван Волкова, Вячеслав Степанова асра тытса мини-футбол турнирĕ йĕркелерĕç.

Мероприятие уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Алманчă территори пайĕн начальникĕ Владимир Киргизов, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ Александр Миронов, Чăваш Республикинчи "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн вырăнти координаторĕ Алена Петрова хутшăнчĕç.

Украинăри ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн патшалăх интересĕсене хỹтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн Николай Сымова "Раççей патриочĕ" медальпе вилнĕ хыççăн наградăланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ăна паттăрăн ашшĕне пачĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика