Чăваш Ене тухăçлă ĕçшĕн тав тунă

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2024, 18:35 Просмотров: 456

Николай Тинюков, район больницин тĕп врачĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревре пулнă чухне Çĕрпỹ муниципалитет округĕнчи Рынкă салинче "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăпартнă фельдшерпа акушер пунктĕнче пулчĕ. Телемедицина ĕçĕпе паллашрĕ. Ку çĕнĕлĕх пирĕн патăрта та ĕçе кĕнĕ. Вăл медицина ĕçченĕсене пысăк пулăшу кỹрет. Иртнĕ çул çеç фельдшерпа врач, тухтăрпа тухтăр 2090 консультаци илме пултарнă.

Патăрьел муниципалитет округĕнче юлашки çулсенче Ишлĕ, Каншел, Треньел, Кзыл Камыш, Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Красномайски, Еншик, Татмăш ялĕсенче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, Шăнкăртам тата Сăкăт ялĕсенче врач амбулаторийĕсем уçăлчĕç. Вĕсене ку чухнехи медицина оборудованийĕсемпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Тĕп больницăра та çĕнĕлĕхсем пур. Поликлиникăна юсаса çĕнетнĕ. Техника паркĕпуянланнă.

Коллектив республикăри "Перекетлĕ пуçарулăх" конкурса хутшăнса 734 пин тенкĕ грант çĕнсе илчĕ. Шурă халатлă ĕçченсем вырăнта тăрăшса ĕçлени, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртни, çынсем диспансеризаци тухни, чирсене вăхăтра тупса çинерех сиплеве пуçăнни кашнийĕн пурăнас кун-çулне тăсма май параççĕ те.

Анатолий Самакин, Патăрьел муниципалитет округĕн Общество палатин пуçлăхĕ:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре ĕçлĕ çул çỹревпе пулни, республикăна аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче тунă ĕçсемпе паллашни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Владимир Владимирович нумай нациллĕ чăваш çĕршывĕн ỹсĕмĕсене те палăртса хăварчĕ. Промышленноçа аталантарас ĕçре пирĕн республика Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ял хуçалăх сферинчи кăтартусем те кăмăллă. Малашне хăмла туса илес ĕçре пулăшма та шантарчĕ. Хальхи вăхăтра çынсене ĕçпе тивĕçтерсси, тĕрлĕрен наци проекчĕсемпе ялсене хăтлăлатасси те республикăра ăнăçлă пулса пынине палăртрĕ. Сăмах май каласан, пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче те çулсеренех çĕнĕ ФАПсем хута каяççĕ, культура çурчĕсем çĕнелеççĕ тата ытти те. Иртнĕ çул çеç пирĕн тăрăхра халăха тулли медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе тимлекен сывлăх сыхлавĕн наци проекчĕпе Кзыл Камышра тата Красномайскинче çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем çынсене йышăнма пуçларĕç. Кăçал çак программăпах тата тăватă врач амбулаторийĕ хута каймалла.

Владимир Путин пирĕн республикăна килсе ырă ĕçсене хак пани пире малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме хистет.

Наталия Никитина, Патăрьел муниципалит округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕсен пайĕн начальникĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Енре пулни республикăра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, асра юлакан кунсенчен пĕри пулчĕ. Владимир Владимирович Çĕрпỹре "Культура" наци проекчĕпе хăпартнă Культура аталану центрĕпе те паллашрĕ. Çĕршыв Ертỹçи Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ирттернĕ канашлура та центр пирки ырласа каланă. Олег Алексеевич регионта наци проекчĕсемпе туллин ĕçлеме тăрăшнине палăртнă.

 Патăрьел муниципалитет округĕнче "Культура" наци проекчĕн пулăшăвĕпе 2021 çулта Нăрваш Шăхалĕнчи 150 вырăнлă культура çуртне тĕпрен юсанă, 2023 çулта Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекине модернизациленĕ. Сăмах май, пĕлтĕр культура сферине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 28 млн ытла тенкĕлĕх инвестици хывнă. Унпа икĕ клуб валли оборудовани туянма, "Çăкăр" историпе этнографи музейне реставраци тăвас тĕллевпе проектпа смета документацийĕсем, уçă пĕлĕт айĕнчи музей тума, Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртне тĕпрен юсама усă курнă. Кăçал тата Тури Чакăра çĕнĕ клуб тума пикенеççĕ. Вăл 100 вырăнлă пулать.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика