Юхмапа Пăла тăрăхĕн яш-кĕрĕмĕ – малтисен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:10 Просмотров: 98

Тăвай районĕнчи «Упа кĕтесĕ»  кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агроволонтерсен слечĕ иртнĕ.

Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ мероприятие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем те Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе хутшăннă.

 «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕ слетра  ял çамрăкĕсен спартакиади, культура мероприятийĕсем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, çакнашкал агрослета хальлĕхе пирĕн республикăра çеç йĕркеленĕ. Çавна май ку мăнаçлăх та, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççей Çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ пĕрле килĕштерсе  ĕçлесси çинчен килĕшÿ çырнă. Çак документ республикăри ялсене тухăçлă аталанма, çамрăксен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме тĕрев парĕ.

Патăрьелсем  спартакиадăра тата «Чи тутлă пулă яшки» конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Ҫавăн пекех  Анжелика Плечова пукан йăтассипе хăйĕн виçинче çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ.

Александр Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика