Утă пуçланчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:03 Просмотров: 86

 Ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн тепĕр яваплă тапхăр - выльăх валли апат хатĕрлесси - пуçланчĕ. Майăн 25-мĕшĕнче "Исток" çĕр ĕç фирминче нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Сăмах май, пĕлтĕр июнĕн 17-мĕшĕнче тин пуçăннă. Ĕççи епле пынипе Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Виктор Львов паллашнă.

 Хуçалăхра выльăх апатне технологие тĕпе хурса тата кĕске вăхăтра, курăк пахалăхне упраса янтăлама тăрăшаççĕ. Çакна валли кунта кадрсем те, техника та çителĕклĕ. Нумай пулмасть çеç 14 млн тенкĕ ытла тăракан КГ-6-К40 комбайн туяннă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15602 гектар (пĕлтĕрхинчен 101 процент) акнă. Çĕр улми кăçал 802 гектар йышăнать. Сахăр кăшманĕ - 490, хĕвел çаврăнăш - 450, пахча çимĕç - 82, вылăх апачĕлĕх куккурус - 850, сухан вăрлăхĕ - 520, пĕр çул ỹсекен курăк 1840 гектар никĕсе хывнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăкран 13910 гектар гербицид, чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хими препарачĕ 12030 гектар сапнă. Çĕр улми йăранĕсене хăпартма та пуçăннă, ку ĕçе ĕнерхи куна 450 гектар пурнăçланă, сенаж 241 тонна янтăланă.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика