Тăлăха - хваттер

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2023, 20:03 Просмотров: 57

Раççей Федерацийĕн "Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене хушма социаллă пулăшупа тивĕçтересси" тата Чăваш Республикин "Çурт-йĕр ыйтăвне йĕркелесси пирки" саккунĕсемпе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă Çĕньялти Любовь Колпакова та çак кунсенче хваттерлĕ пулнă. Ăна Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, çул-йĕр тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов хваттер уççи панă.

Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пилĕк тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă, çакна валли 7 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Паяна вара ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тата 23 ача пурăнмалли вырăн кирлипе черетре тăрать.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика