Шкулта - выпускник

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:39 Просмотров: 131

"Выпускник - шкулта" тата "Санăн выпускникусем" проектсемпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти çитĕнекен ăру вăхăтĕнче çакăнта пĕлỹ пухнă Накип Каштановпа тĕл пулнă. Накип Фасхутдинович академик, врач пульмонолог, писатель, Раççей Федерацийĕн тата Тутарстан Республикин Писателĕсен канашĕн членĕ.

Малтанах шкул директорĕ Гелсирень Абейдуллова унăн пурнăçĕпе паллаштарнă. Накип Каштанов шкултан 1960 çулта вĕренсе тухнă. 48 çул врач пулса ĕçленĕ. Вĕсенчен 40 çула яхăн - Тутарстан Республикинчи Хусан хулин клиника больницинче пульмонологра.

Медицина темипе 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ачасем валли те сахал мар çырать. Унăн хайлавĕсене вĕренỹ программине те кĕртнĕ. Паян ентешĕн 38 кĕнекине алла илме пулать. Чылайăшне вырăсла куçарнă.

Накип Фасхутдинович хăй вĕреннĕ вăхăтсене, вĕрентекенсене ăшшăн аса илнĕ. Шăпах çак шкулта пĕлỹ пухни ăна пурнăçри çул-йĕре тĕрĕс суйласа илме май панă. Умма лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесен çитĕнекен ăрăвăн сывă пурнăç йĕркине тытса пымаллине, тăрăшса вĕренмеллине, хастар пулмаллине палăртнă.

Вĕренекенсем писатель кĕнекисемпе паллашнă. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем вăл çырнă сăвăсене вуланă, вĕсенчен кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарнă. Калавĕсемпе сценкăсем лартнă. Çитĕнекен ăру пултарулăхĕнчен, тавра курăмĕнчен тĕлĕннĕ выпускник.

Накип Каштанов вĕренекенсене хăйĕн кĕнекисене автографпа парнелени интереслĕ тĕл пулу саманчĕсене нумайлăха асра хăварĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика