Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул Раççейĕпех палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:38 Просмотров: 92

 ÇАК кунсенче Чулхулара регионсем хушшинчи "По тылам фронтов" топографи вăййин финалĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕнчи субъектсен çĕнтерỹçисем хутшăннă. Вăл шутра Мускав хули, Краснодар, Пермь крайĕсем, Кабардин Балкар Республики, Владимир облаçĕ тата Чăваш Республики.

Çак хĕрỹ тупăшура Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекенĕ, шырав отрячĕн ертỹçи Гузелия Сабитова ертсе пыракан "Эзтабар" ("Шыравçăсем") команда пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Çĕршыв шайĕнче палăрнă хастарсемшĕн савăнма сăлтавĕ пысăк. Шырав отрядне малашне те ăнăçу сунатпăр.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика