Ячĕ-сумĕ тĕнче шайĕнче палăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:37 Просмотров: 100

Шупашкарти "Планета" кондитерские Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пĕлмен çын сахал пуль. Унта çăварта ирĕлекен тутлă, пахалăхлă, тин çеç хатĕрленĕ пирожнăйсем, тортсем сутаççĕ. Заказпа та çуралнă кунсене, юбилейсене, туйсене туянакан кăмăлне каякан тĕрлĕ сăнарпа, кỹлепепе хатĕрлесе параççĕ. Çак кондитерскин директорĕ пирĕн ентеш - Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ Луиза Дроздова (ỹкерчĕкре), хĕр чухнехи хушамачĕ Табакова.

Çитĕнỹсем çĕнĕлĕхсемсĕр килмеççĕ

Патăрьел пулăх çĕрĕн хăйне майлă асамлăхĕ те пур-тăр. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснисем ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа, малтан мала ăнтăлса республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăраççĕ. Луиза Дроздова та вĕсен ретĕнче. Çакă пушă сăмах маррине çирĕплетме тĕслĕхĕсем те çителĕкех. Луиза Андреевна "РФ апат-çимĕç индустрийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Ку хисепе илме ăна вăл ертсе пыракан фабрика çитĕнĕвĕсем пулăшнă. "Планета" кондитерски пирĕн республикăран профессионал кулинарсен ăмăртăвне хутшăнакан пĕртен пĕр предприяти. Тĕнче шайĕнчи конкурссенче наградăсем çĕнсе илме питĕ йывăрри каламасăрах паллă. Çĕнтерỹсем вара çĕнĕлĕхсемсĕр пулмаççĕ.

- Çитĕнỹсемшĕн, çĕнтерỹсемшĕн нумай тăрăшмалла, самана таппинчен пĕрре те юлма юрамасть. 2000 çулта Раççей чемпионатне кайрăмăр. Унта эпĕ Беларуç Республикинчи чи вăйлă кондитерпа паллашрăм. Вĕсем çĕнĕ технологисемпе ун чухнех ĕçленĕ пулсан - эпир çук. Виçĕ хутлă, пĕчĕк детальсемлĕ тортсене пирĕн патăрта ăсталама пĕлмен. Эпĕ ун патне пырса пире хăй мĕн пĕлнине вĕрентме ыйтрăм. Вăл килĕшрĕ, Шупашкара килчĕ. Ăста кондитертан питĕ çỹхе, темиçе миллиметрлă чустаран тĕлĕнмелле япаласем тума вĕрентĕмĕр. Çавăн пекех машина, пукане, футбол уйĕ тата ытти тĕрлĕ кỹлепеллĕ тортсем ăсталама пуçларăмăр. Кондитерсен çак модине эпир пуçартăмăр тесе хăюллăнах калама пултаратăп. Пирĕнтен ыттисем те тĕслĕх илчĕç, - терĕ Луиза Андреевна ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Пĕтĕм тĕнчери кулинари олимпиади тăватă çулта пĕрре иртет. Унта лекиччен малтан вăйлă командăсемпе тупăшаççĕ. Чи-чи лайăххисем вара олимпиадăна каяççĕ. 2012 çулта "Планета" кондитерскинче вăй хуракансем унта пĕрремĕш хут 2500 эрешрен тăракан салфетка-тортпа хутшăннă. Вăл Германири Эрфурт хулинче иртнĕ, 45 çĕршыври чи лайăх кулинарсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Çак ăмăртура чăвашран кайнă кондитерсем пăхăр медале тивĕçнĕ. Грецири Салоники хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери кулинари конкурсĕнчен - ылтăн медальпе, Люксембургра йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери кулинари кубокне, татах ылтăн, илсе килнĕ. Пĕтĕмĕшле вара Раççейре иртнĕ чемпионатсенчен - 19, çывăхри ют çĕршыврисенчен - 5, тĕнче тата Европа шайĕнчисенчен 9 наградăна тивĕçнĕ.

Тĕлĕнмелли татах пур: тĕрлĕ шайри ăмăртусене илсе каякан кондитер изделийĕсене чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетсе наци йăли-йĕркине кăтартса пама тăрăшаççĕ. 2014 çулта ылтăк кубока тивĕçнĕ (ỹкерчĕкре) "Нарспи" торт нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Тĕрĕ тĕрлесе ларакан чăваш çи-пуçне тăхăннă хĕр калама та çук ăнăçлă пулса тухнă. Чăн-чăн шедевр тесех хаклас килет!

- Республикăна килекен сумлă хăнасем валли те парнелĕх торт хатĕрлеме ыйтаççĕ. Пĕр çынна çапла чăваш кĕпи торт парнелерĕмĕр, унта "Кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр" тесе çыртăмăр. Çав çын кĕпе-торта курсан, ăна çиме юранине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ, - терĕ сăмаха малалла тăсса Луиза Дроздова. Сăмах май, Луиза Андреевнăна "Патăрьел ентешлĕхĕ" сĕннипе нумай пулмасть "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ятпа чысланă.

 Кăçал та çитĕнỹсем пур. Кондитерскин производство заведующийĕ Юрий Сиволоб Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери пекарьсен, кондитерсен тата поварсен конкурсĕнчен ылтăн медальпе таврăннă. Предприяти чысне хỹтĕлекен "Художественные изделия из пищевых продуктов" номинацинче пĕрремĕш тухнă.

Луиза Андреевна ертсе пыракан обществăра 100 ытла çын ĕçлет. Вăл тăрăшуллисене май пур таран хавхалантарма тăрăшать. Ун патĕнче вăй хуракан 7 специалистăн "Раççей Федерацийĕн мастер-кондитерĕ", тăваттăшĕн "Чăваш Республикин мастер-кондитерĕ" хисеплĕ ятсем пур.

Патăрьел "сăпкинче" иртнĕ ачалăх

Патăрьел хĕрĕ Луиза Дроздова 1964 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çын мĕнле пуласси ачаранах паллă, теççĕ. Луиза Андреевна мĕн пĕчĕкренех малалла ăнтăлнипе, анлă тавракурăмлă, ырă кăмăллă пулнипе палăрнă. Çак енсене ăна çывăх çыннисем хăнăхтарнă. Ашшĕ, Андрей Федорович Табаков, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл нумай çул "Ял хуçалăх техники" предприятин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн управляющин çумĕнче вăй хунă. Вăл тăрăшнипе ял хуçалăх предприятийĕсем валли Белоруссинчен, Украинăран, Тутарстанран техника, юсав пайĕсене илсе килессине йĕркеленĕ.

Амăшĕ - Мария Сергеевна - кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулнă. Чылай çул Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене пĕлỹ панă. Вăл ăс панă вĕренекенсем хушшинче вĕрентекен профессине суйласа илнисем те нумайăн.

- Эпир тăваттăн пĕр тăван. Пурте шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Аппа - Валентина Теллина - хăйĕн пурнăçне çынсене сыватассине халалланă. Вăл Шупашкар хулин тĕп больницинче 28 çул тĕп врачра тăрăшрĕ. Владислав Патăрьелĕнчех тĕпленнĕ, малтан "Сельхозэнерго" предприятинче тĕп инженер, кайран "Сельхозтехника" организацинче, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăй хунă. Вера инженер-строитель профессине суйласа илнĕччĕ. 15 çул Ульяновскинчи иккĕмĕш строительствăпа монтаж трестĕнче производствăпа техника уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă, хальхи вăхăтра кондитерскинче ĕçлет, - терĕ пĕр тăванĕсемпе паллаштарса Луиза Дроздова.

Луиза Андреевна хăй Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Унăн класс ертỹçи пулнă Людмила Енилина вĕрентекен ăна чи лайăх, тăрăшуллă, йывăрлăха лекнĕ кашни çынна пулăшма хатĕр, юлташĕсем хисеплекен, учительсене сумлакан, спортпа туслă вĕренекен пулнине, паян та пĕрле ăс пухнисемпе тачă çыхăну тытнине палăртрĕ.

Патăрьел хĕрĕ Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçнĕ Мускаври коопераци институтĕнче экономист-организатор профессине алла илнĕ. Тăван республикăна таврăннă хыççăн Шупашкарти пĕрремĕш трестăн столовăйĕсен, кафесен экономистĕнче ĕç çулне пикеннĕ. Паян вара вăл тулли мар яваплă "Планета" кондитерски" пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика