Çĕнтерỹçĕсем округ чысне хỹтĕлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:40 Просмотров: 391

 Муниципалитет округĕнче майăн 11-13-мĕшĕсенче 54-мĕш хут "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 78 çул çитнине, тăван çĕре хỹтĕленĕ паттăрсене тата хỹтĕлекенсене халалланă.

Вăйăсене уçма Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Николай Раськин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен Патăрьел муниципалитет округĕн- чи канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков, хăш пĕр çарсен обществăлла пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем хутшăннă.

Пурĕ 19 отделени хутшăннă.

"Зарница" ушкăнра пĕрремĕш вырăна Турханти вăтам шкул команди йышăннă. "Орленок" вăйăра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди мала тухнă. Çĕнтерỹçĕ командăсен муниципалитет округĕн чысне республикăри вăйăсенче хỹтĕлемелле пулать.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика