Ял хуçалăхне витĕмлĕ пулăшу пани савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.05.2023, 21:34 Просмотров: 411

 Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче республикăн агропромышленность комплексĕнче 11 миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Çакă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 30,9 процент ытларах.

Виçĕ уйăхра апат-çимĕç продукцине 10,5 процент, напиток 14,6 процент нумайрах хатĕрленĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнать. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче тавар туса илесси 0,8 процент чакнă. "Апрель уйăхĕнче кайăк-кĕшĕкĕн ашне туса илесси ỹсрĕ, çавна май индекс та пысăкланчĕ. Темĕнле пулсан та кăтартăва пĕчĕклетме юрамасть. Çак тытăмра вăй хуракансен патшалăхăн 70 ытла пулăшăвĕпе усă курма май пур", - палăртнă ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика