Ентешсене асра тытса

Категория: Публикации Опубликовано: 12.05.2023, 19:39 Просмотров: 481

Тури Чакă ялĕнче Украина территорийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ Александр Софронов ячĕпе асăну хăми уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ митинга Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Аслă Чемен территори пайĕн начальникĕ Станислав Капитонов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енри кадет корпусĕн аслă воспитателĕ Андрей Крамар, чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсем пурте Александр Борисович ашшĕ-амăшне, тăванĕсене тав сăмахне, вĕсемпе пĕрлех хурланнине çитерчĕç.

 Ял халăхĕ мемориал хăми патне чечексем хучĕ. Хапха çине вырнаçтарнă асăну хăми Саша хастар, хăйне хĕрхенмен, тивĕçе шанăçлăн пурнăçлакан паттăр пулнине аса илтерсе тăрĕ.

Ентеш декабрĕн 26-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

х х х

Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче Украина территорийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ Александр Артемьев ячĕпе палăк уçнă. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕн начальникĕ Станислав Никитин, Николай святитель ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Михаил Медведев иерей хутшăннă..

Палăк уçнă çĕре çавăн пекех Афганистан ветеранĕсем те килнĕ. Геннадий Орлов Александрпа 9-мĕш ротăра пĕрле çапăçнă. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, ентеш яланах малти ретре пулнă, амансан та часах каялла строя таврăннă. Ыттисем унăн пулăшăвне туйса тăнă.

Александр Артемьев палăкне унăн пĕр тăванĕсем - Валерий Алексеевичпа Юрий Алексеевич - уçнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика