Кашни номер кăмăла çĕклерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.05.2023, 20:55 Просмотров: 454

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Кинофильмсенчи юратнă юрăсемпе ташăсем" фестиваль-конкурс иртрĕ. Вăл йăлана кĕнĕ ĕнтĕ, кăçалхипе çиччĕмĕш хут пулчĕ.

Унта хутшăнакансем тĕрлĕ жанрлă 16 номерпе сцена çине тухрĕç. Патăрьелĕнче вырнаçнă предприятисен, учрежденисен, организацисен художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартрĕç.

Фестиваль куракансене те килĕшет, çакна зал тулли халăх пухăнни те çирĕплетет. Ун пек чухне "панулми ỹкме те вырăн çук", теççĕ. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç.

Фестивале хутшăнакансемпе курма пынисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. "Тĕрлĕ професси çыннисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни кăмăллă. Чăннипех те маттур эсир",- терĕвăл.

Гран-прие Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн коллективĕ çĕнсе илчĕ. Вĕсем "Иван Васильевич меняет профессию" кинофильмри "Счастье вдруг, в тишине" юрăпа ташă инсценировкипе тухрĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика