Çĕнĕ автобуссем çула тухĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:51 Просмотров: 182

Чăваш Енри хуласемпе муниципалитетсене 29 шкул автобусĕ çитнĕ. Вĕсене кăçалхи федераци бюджетĕнчен шкул автобусĕсен паркне çĕнетес тĕллевпе туяннă. Иккĕшĕ Патăрьел муниципалитет округне - Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсене - килнĕ.

Кăçалах тата республика бюджетĕнчен хушма 3 автобус туянма палăртаççĕ. 2020-2022 çулсенче федераци тата республика бюджечĕсенчен муниципалитетсене 147 автобус илсе панă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика