Шыв ыйтăвĕ - тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2023, 18:50 Просмотров: 227

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев журналистсемпе час-часах тĕл пулать. Анчах та манăн 2020 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференци асăмран тухмасть. Ун чухне çĕршывра коронавирус сарăлнăран онлайн мелĕпе йĕркеленеччĕ тĕл пулăва. "Авангард" хаçат редакцине тăватă район - Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски - хаçачĕсен тĕп редакторĕсем пухăнтăмăр. Пире ыйту пама сăмах парсан эпĕ тухрăм çыхăнăва. Ун чухне Олег Алексеевич суйлавра çĕнтернĕренпе виçĕ уйăх ытларах кăначчĕ...

Патăрьел районĕнче пурăнакансен ĕçме пахалăхлă шыв çукки çинчен пуçларăм калаçăва. Ăна Шăмăршăри управран илсе килме палăртни, анчах та çак ĕç-пуç чарăнса ларнă пирки тăсрăм ыйтăва. Регион Пуçлăхĕ мана тимлĕ итлесе пĕтернĕ хыççăн 2021 çултан çак "лав" вырăнтан хускалассине пĕлтерчĕ. Малалла вара 2021-2023 çулсем валли Мускав укçа уйăрассине те систерчĕ...Ун чухне манăн тĕрĕссипе каласан вĕçне çити ĕненесех те килмерĕ ку сăмахсене. Мĕншĕн тесен 2015 çулхи январь уйăхĕнченпе объектра ĕç чарăнса ларнă пулнă, кунта мăн "çăра" çакнă...

Çак калаçу пулнăранпа икĕ çул ытларах иртрĕ. Чăнах та строительство ку объектра халĕ лайăх йĕркеленнине суккăр çын çеç кураймĕ. Каланă пекех Сăкăт, Шăнкăртам тата Патăрьел ялне çитиччен пĕрремĕш комплекса пăрăхсем тăсма 2021 çулта тытăнчĕç. 2022 çулхи декабрь уйăхĕ тĕлне ĕçе вĕçлерĕç. Çав комплекс округри 8 пин çынна паха шывпа усă курма май парĕ.

Мĕн пурĕ вара 74 яла (Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски округĕсем) пăрăх 300 çухрăм ытла тăссан 48 пин çын ыйтăвĕ татăлĕ. Ĕçсене пурнăçлама 2022 çулта 663 миллион, çав шутра федераци бюджетĕнчен - 617,6 миллион тенкĕ куçарнă. Çỹлерех асăннă укçапа пĕрремĕш, иккĕмĕш тата тăваттăмĕш комплексĕсенче пăрăх тăснă, пиллĕкмĕшпе улттăмĕшĕсенче ĕç пырать (подряд организацийĕ ĕçсен 80-90 процентне пурнăçланă). Сăмах май каласан, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш комплекса Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Çĕньял, Пăлаçи Атăк, Каншел, Анат Чакă, Первомайски, Çăл Атăк, Анат Тăрмăш, Турхан, Тури Тăрмăш, Шăхач, Кĕçĕн Чемен, Аслă Чемен, Тури Чакă, Сител, Пăлапуç Пашьел, Пỹртлĕ, Пăлапуç Нурăс, Ишлĕ ялĕсем кĕреççĕ. Çавăн пекех 8-пе 9-мĕш комплекссен проекчĕсемпе докуменчĕсене патшалăх экспертизи витĕр кăларнă. 8-мĕш комплекса Кĕçĕн Патăрьел, Тăрăн, Еншик, Хирти Пикшик, Кĕçĕн Арапуç, Именкасси, Тикеш, 9-не Кивĕ Катек, Татмăш, Треньел, Ыхра Çырми, Чăваш Ишек ялĕсем кĕреççĕ.

 Куратпăр ĕнтĕ: республика ертỹçисем строительствăна çирĕп тĕрĕслевре тытаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе объекта "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕн "Таса шыв" федераци проекчĕн тытăмне кĕртме пултарчĕç. Урăхла каласан, калаçăва çилпе вĕçтермеççĕ. Сăмахпа ĕçсем тỹр килсен вара çитĕнỹсем пулаççех.

Александр КОЗЛОВ, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика