Вĕсем мухтава та, хисепе те тивĕçлĕ мăшăрсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2023, 21:15 Просмотров: 720

ÇУРКУННЕН пĕрремĕш уйăхĕнче пирĕн тăрăхра пурăнакан хисеплĕ ултă мăшăра ылтăн туй ячĕпе саламлĕç. Кивĕ Ахпỹртри Геннадийпе Олимпиада Никитинсем, Ишлĕри Федорпа Зинаида Артемьевсем, Çăл Атăкри Василийпе Галина Семеновсем, Шăнкăртамри Минзаидпа Минсейдя Мухаметшинсемпе Алимзянпа Шефидя Шарафутдиновсем, Патăрьелĕнчи Николайпа Анфиса Чылыковсем 50 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Хирти Пикшикри Расыхпа Нурдания Ярахановсем, Тутар Сăкăтĕнчи Фаметдинпа Рушания Начаевсемпе Генятуллапа Ферзания Халитовсем изумруд туй ячĕпе кĕреке хатĕрлĕç. Икĕ пиллĕклĕ юбилей ячĕпе çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламлĕç.

Çак уйăхрах виçĕ мăшăр çемье пурнăçне йĕркелесе яни 60 çул çитет, вĕсен вара бриллинт туй пулать! Сăкăтри Валерийпе Вера Евграфовсем, Хирти Пикшикри Хасянзянпа Рахиля Ханзяровсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Анатолийпе Нина Пигаваевсем - хисеплĕ те юратуллă мăшăр!

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика