Мини-футбол турнирĕ иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:34 Просмотров: 614

Февралĕн 23-мĕшĕнче Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă Николай Сымовпа Алексей Михеев паттăрсен ячĕсене асра тытса мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи 9 ялтан 11 команда вăй виçрĕ ăмăртура. Алманчăран, Хирти Пикшикрен, Турхантан, Тутар Сăкăтĕнчен, Çĕньялтан, Красномайскинчен, Треньелĕнчен, Кзыл Чишмаран спортсменсемпе пĕрлех вĕсене вăй паракансем, хавхалантаракансем те килсе çитрĕç. Хăш-пĕр ялтан турнира икшер команда та хутшăнчĕ. Хĕрỹ тупăшура Треньелсем пĕрремĕш, Красномайскисем иккĕмĕш, Алманчăсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Вăййа хутшăнакансене тĕрлĕ номинаципе хакларĕç. "Чи ла-йăх вратарь" ята Алманчăри Ф. Киргизов, "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Треньелĕнчи Ю. Макаров, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята Красномайскинчи М. Сироткин илчĕç.

А. Сымовпа Д.Чернов пĕр тăван Сымовсенчен ятарлă приза тивĕçрĕç. А. Петров, А. Киргизов, М. Горбунова тата ыттисем те шкула спорт инвентарĕсем илме укçан парса пулăшу кỹчĕç. Пĕрремĕш вырăн йышăннă команда 12 пин тенке, иккĕмĕшĕ 9 пин тенке, виççĕмĕшĕ 8 пин тенке тивĕçрĕ. Ытти командăсене те хавхалантарчĕç.

 П. СЕМЕНОВ.

Хаклав

В. Киргизов, Алманчă территори пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан:

- Украинăри ятарлă çар операцинче пуç хунă ентешĕмĕрсен ячĕпе мĕнле те пулин турнир йĕркелесе ăна йăлана кĕртес шухăш малтанах пуçра çуралчĕ. Паллах, кун пирки Алексейпе Николайăн ашшĕ- амăшĕпе канашласа калаçса татăлтăмăр. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме оргкомитет йĕркелерĕмĕр, икĕ площадка хатĕрлерĕмĕр... Мероприятие укçа-тенкĕсĕр ирттерме çăмăл мар. Çак ыйтупа Н. Сымовпа А. Михеевăн шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Пархатарлă йăлана кашни çулах малалла тăсма шутлатпăр. Пĕрлехи вăйпа турнир ирттерме пулăшнă мĕн пур хастара, шкул администрацийĕпе унăн коллективне, спортсменсене, курма килнисене, паттăрсен ашшĕ-амăшне чун-чĕререн тав тăватăп.

 Г. Павлов, куракан, Алманчă ялĕ:

- Мана Красномайски команди ăста выляни çеç мар, кар тăрса йышлă ушкăнпа пуçтарăнса килни те тĕлĕнтерчĕ. Футбол - вăл коллективлă вăйă. Çавăнпа та спортсменсене хавхалантаракансем йышлăн пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăйă çỹллĕ шайра иртни савăнтарчĕ.

 Н. Лукиянов, куракан, Алманчă ялĕ:

- Пирĕн ялта пĕр харăс çакăн чухлĕ команда футболла вылянине ас тумастăп та. Çак пархатарлă та сăваплă мероприятие ырă йăлана кĕртсе ярасчĕ, ăна тата анлăлатасчĕ.Турнир паттăрсене нихăçан та манманнине ĕнентерекен тĕслĕх пултăр.

А. Зайцев, куракан, Красномайски ялĕ:

- Турнира ирттерме Алманчăсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Команда нумай пулчĕ, спортсменсем ăста вылярĕç. Мероприяти асра юлмалла иртрĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика