Диспансеризаци чире тупса палăртма та, сиплеме те пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.03.2023, 23:22 Просмотров: 623

РЕСПУБЛИКĂРА, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те правительство çыннисемпе вырăнти халăха çыхăнтаракан Информаци кунĕ çĕнĕрен старт илнине пĕлтернĕччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕрремĕш тĕл пулу сывлăх хуралĕн ĕçченĕсемпе иртрĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больница ертỹçи Николай Тинюков ĕçтешсем тата информушкăн умĕнче 2022 çулхи ĕç-хĕл пирки туса панă пĕтĕмлетỹре ачасене те, аслисене те диспансеризаци ирттерни кирек мĕнле чире те тупса палăртма, ăна вăхăтра сиплеме май панине çивĕчлетрĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул çак ĕçе 100,4 процент пурнăçланă, 9559 çын хăйсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттернĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче 659 пациентăн чирне пĕрремĕш хут тупнă. Аса илтеретпĕр: 40 çултан иртнисен кашни çулах диспансеризаци тухмалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика