ВАТТИСЕМ вăрă вăрлать те хăварать, пушар нимĕн те тиркемест, тенĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе пуçтарнă пурлăха туххăмрах кĕл купине çавăрма та пултарать. Хальхи вăхăтра çурт-йĕре хăвăрт хыпса илекен строительство материалĕсемпе ытларах хăтлăлатаççĕ. Çакă вара пушшех пысăк тăкак кăтартма пултарать. Çавăнпа та пĕр çыннăн инкекне парăнтарма ĕлĕкхи пекех ял-йышпа, ушкăнпа хутшăнни пушара хăвăрт лăплантарма та, хуçана кил-тĕрешри пурлăха сыхласа хăварма та май парать.
Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсенчен чăнласах та ырă тĕслĕх илмелле. Кăнтăрла е çĕрле - вĕсем пурте кар тăрса вут серепине çакланнă çынна пулăшма васкаççĕ.
Март 2023 |