Кăшарнире шыва кĕме хатĕр-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 15.01.2019, 11:53 Просмотров: 363

ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсем уявсемпе пуян. Раштавпа Сурхури уявĕсем хыçа юлчĕç.

Умра- Иисус Христоса Иордан кỹллинче шыва кĕртнĕ пысăк праçник - Кăшарни уявĕ. Юлашки çулсенче пирĕн районта та çак куна кĕтсе ял тăрăхĕсенче ятарласа ваксем касассĕ, вĕсене сăвапланă хыççăн Турра ĕненекенсем унта шыва кĕреççĕ, чунĕсене усал шухăшран, ырă мар йăла-йĕркерен тасатаççĕ. Иртнĕ çул районта çынсем 11 вакра шыва кĕчĕç. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал та вĕсем унтан кая пулмĕç. Çак кунхине инкек-синкекре пулăшу паракан ятарлă службăсем праçнике пăтăрмахсăр ирттерсе яма хатĕр. Кăшарнинче пысăк чăтăмлăхпа вăй-хăват çитерсе виçĕ хутчен шыва чăмса тухас текенсен вара хăйсене паянах хатĕрлемелле. Ун пек чухне кашни кун темиçешер минут сивĕ юр çине тăма хăнăхни те пулăшать-мĕн.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика