Эрне кăсăклă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.11.2018, 16:22 Просмотров: 291

Технологипе музыка урокĕсем шкулта эрнере пĕрер хутчен çеç пулаççĕ. Ачасем вĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта асăннă предметсен эрнине ирттерни уяв евĕрех пулчĕ. Унта кашниех кăмăллăн хутшăнчĕ.

Эрне вăхăтĕнче мастер-классем, викторинăсем пулчĕç. Л. Хасянова вĕрентекен сингапур методикипе «Вокал тата музыка инструменчĕсен жанрĕ» темăпа уçă урок йĕркелерĕ.

Вĕренекенсем стендсем, плакатсем хатĕрлерĕç. Р. Абянова технологи учителĕ пĕр хутчен усă курмалли вилкăсенчен ăста япаласем тума пулнине мастер-класра çирĕплетрĕ. «Эрудит» конкурсра тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене пĕлчĕç.

Г. Велиуллова вĕрентекен викторина ирттерчĕ. «Эпĕ ỹкерме юрататăп» ĕçсен выставки ачасене илĕртрĕ. Эрнене пĕтĕмлетиччен квеста хутшăнчĕç. Çакнашкал мероприятисем малашне те кирлине палăртрĕç вĕренекенсем.

А. Иванова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика