Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерме кăçал 403 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Анчах ĕçсĕррисен йышĕ чакнă май хысна укçи 23 млн тенкĕ перекетленнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсем кăçалхи вунă уйăхра 36.7 пин çынна ĕç тупса панă (пулăшу ыйтакансен 86.4 проценчĕ). Çав шутра 625-шĕ инвалид (68,8 процент). Ĕçлев службисем çул çитменнисене те пулăшаççĕ. Çак тапхăрта 15,2 пин çамрăк вĕренÿ вăхăтĕнчех тĕрлĕ предприяти-организацире тăрăшнă (çулталăкри планăн 94,6 проценчĕ). Çав шутра 54,8 проценчĕ – йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ яш-кĕрĕ
Август 2026 |
