ПИРĔН пурнăçра Интернет пысăк вырăн йышăнать, вăл пур ỹсĕмри çынсене те хăйĕн патне туртать. Куншăн пăшăрханмалли те çук-тăр, Интернет урлă хуть мĕн çинчен вуласа-курса пĕлĕве ỹстерме те май пур. Тĕнчери тĕрлĕ кĕтесре пурăнакан тус-юлташпа, тăвансемпе çыхăну тытма та питех те меллĕ.
Анчах та Интернетпа пĕлсе усă курмалла, палламан çынсене ытлашши шанни, чунна уçса пани инкек-синкек патне илсе çитерме пултарать. Уйрăмах çамрăксем экстремистсен, ултавçăсен серепине çакланас хăрушлăх пысăк. Çул çитмен ачасене харпăр-хăй çинчен уççăн пĕлтерни инкек патне илсе пыма пултарни çинчен ăнлантарса памалла, Интернетра çырнине чăнлăх вырăнне хума юраманнине те аса илтерсех тăмалла. Унти хăш-пĕр материалсем экстремистла ĕçсем тума, халăхсем хушшинчи туслăха аркатма хĕтĕртни вăрттăнлăх мар.
Интернет сетĕнче наркотиксене, психотроплă таварсене пропагандăлани те тĕл пулать, çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла.
Ултавçăсемшĕн Интернет пуймалли меслет те: вĕсем унпа усă куракан патне СМС-пĕлтерỹ ярса саккунпа ирĕк паман сайта кĕни çинчен пĕлтерме пултараççĕ, уншăн штраф тỹлеме хистеççĕ. Штрафне тỹлемелли адрес та- телефон номерне- кăтартаççĕ. Унсăрăн компьютера блокировка тăваççĕ тесе хăратаççĕ. Ку, паллах, ун пек мар, ниçта та укçа ярса пама васкамалла мар.
Пирĕн çĕршывра 2012 çулта «О защите детей от информации, причиняющей вред их здоровью и развитию» федераци саккунĕ ĕçе кĕнĕ. Унта «хура списокри» сайтсен ячĕсене палăртнă: наркотиксене пропагандăласси, ачасен порнографийĕ, авторсен прависене пăсакан фильмсем, суицид, экстремизм енне сулăнтаракан передачăсем. Енчен те çак списока лекнĕ информаци куç тĕлне пулсан çийĕнчех (8352) 55-17-83, (8352) 58-27-27 номерсемпе Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленине шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Август 2026 |
