Ял управçи пуриншĕн те тĕслĕхлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:44 Просмотров: 22

Кашни ялтах хисеплĕ, ятлă-сумлă çынсем пур. Тутар Тимешĕнче пурăнакан Розия Зилалетдинова шăпах çавăн пеккисен йышĕнче.

Вăл - тĕн йăли-йĕркине упрассишĕн, йăхран йăха куçарассишĕн чун-чĕререн тăрăшать. Наци уявĕсене йĕркелеме те хастар хутшăнать. Мечĕтри тасалăхпа тирпейлĕхе тытса тăраканни те Розия аппа. Çавăн пекех кăмăл-сипетрен те пуян, йывăрлăха лекнисене алă тăсса парать. Ялта пурăнакансене пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнмалли пирки аса илтерет. Килĕнче яланах тин пиçсе тухнă çăкăр, кукăль шăрши тăрать. Канаш е пулăшу ыйтма килекенсемшĕн унăн çурт алăкĕ яланах уçă. Хĕр ачасене сăпайлă пулма, аслисене хисеплеме, арçын ачасене яваплăха туйма вĕрентет.

Розия Зилалетдинова пирки ял кун-çулне çырса пыраканĕ тесе те хаклама пулать. Иртнисĕр малашлăх çуккине асра тытса тăван тăрăх историне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухать. Унăн альбомĕсемпе тетрачĕсенче аслă çултисен аса илĕвĕсем, ял паттăрĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан статьясем, манăçа тухнă ĕлĕкхи йăла-йĕрке çинчен çырса панисем упранаççĕ. Вăл яла пуçарса яракансен ячĕсене те манăçа кăлармасть, вĕсем пирки ачасене каласа парать.

Дания САЛЕЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика