Пӗр тӑрӑх — пӗр ҫемье, пулар ялан пӗрле!

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 08:36 Просмотров: 26

“Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни», – тенĕ тӗнчипе паллă ăсчах, Елчӗк тӑрӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Геннадий Волков этнопедагог.

Геннадий  Никандровичăн тарăн шухёшлă сăмахӗсене асра тытса чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем –  С. П. Кулакова  тата Л. Г. Адюкова класс ертӳҫисем – 6-7 класра вӗренекен тутар, чӑваш ачисемпе “Пӗр тӑрӑх – пӗр ҫемье, пулар ялан пӗрле!” ятпа ӑшӑ тӗлпулу йӗркелеме  шутларӑмӑр  (сён \кер-

ч.кре унён саманч.)? Юхма Пӑла тӑрӑхӗнчи Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи ҫиччӗмӗшсем к\рш. округа,  Г.Волков вӗрентекене сума суса паллӑ академик ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха, ун ячӗпе хисепленсе тӑракан шкула ҫул тытрӑмӑр. Ачасемпе Елчӗк енӗн илемлӗ тавралӑхӗпе, чуна тыткӑнлакан вырӑнӗсемпе киленсе пытӑмӑр автобус чӳречинчен сӑнаса пынӑ май.

Тӗлӗнмелле пуян, тирпейлӗ, ӑшӑ, таҫтан аякранах курӑнса ларакан икӗ хутлӑ пысӑк шкула ҫитсе тӑтӑмӑр. Мӗнле ырӑ та тарават коллектив, пултаруллӑ ача-пӑча шкул чысне, илемне, хӑтлӑхне ҫӳллӗ шайра тытса пырать.  Чӑн малтанах маттур экскурсовод ачасем Кашкӑр Хуначине халалласа уҫнӑ “Путь гения” музей-пӳлӗмпе паллаштарчӗҫ. Стена ҫинчи вӗрентсе каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсене сасӑпах вуларӑмӑр, ӑса хывма тӑрӑшрӑмӑр.  Унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме сӑмах патӑмӑр. Геннадий Волков пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме, тӑрӑшса вӗренме вăй-хал парса тăрасса витӗр куратпӑр.

Вырӑнти краеведени, вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ витӗр тухнисене асӑнса йӗркеленӗ музейсемпе те паллашрӑмӑр. Курса тӗлӗнмелли, тытса пăхмалли экспонатсем чылай кунта. Мамонт шӑлӗсем, шӑмми-шакки, тӗрлӗ чӗрчун кӗлетки, авалхи ӗҫ хатӗрӗсем – пурте вырӑн тупнӑ музейра. Тёван =.ршывён Аслё вӑрҫинче, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцинче пуҫне хунӑ паттӑр салтаксене асӑнса йӗркеленӗ кӗтес умӗнче пуҫ тайрӑмӑр.

Любовь Германовна Адюкова вĕрентекен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗпе паллаштарчĕ. Чăвашлăхпа çыхăннă стендсем, тĕрри-эрешĕ, пысăк телевизор _ пурте кăмăла каймалла, ачасене тăван чĕлхене, культурине, йăли-йĕркине вĕрентме пур услови те пур. Çавра сӗтел тавра вырнаҫса чуна уҫса калаҫрӑмӑр, пӗр-пӗринпе çывăхрах паллашрӑмӑр.  Кашни ача хӑйӗн кӑмӑл, чун туртӑмӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Чӑвашла, тутарла, вырӑсла юрӑсем шӑрантартӑмӑр. Туслӑх, тӑванлӑх ҫинчен сӑвӑсем вуларӑмӑр. Ӑсталӑх лаҫҫинче хамӑр алӑпа илемлӗ чӗре илемлетсе пӗр-пӗрне чун ӑшшине парнелерӗмӗр. Тутар ачисем хӑйсен наци пылак ҫимӗҫӗпе хӑналарӗҫ, чӑвашсем хуплу, кукӑль пӳремечӗпе сӑйларӗҫ. Пӗр-пӗрне асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантартӑмӑр, сӑн ӳкерӗнтӗмӗр. Юлашкинчен пурте пӗрле туслӑн вӑйӑ картине тӑрса илемлӗ юрӑпа тӗл пулӑва вӗҫлерӗмӗр. Ыхра Ҫырми вё-там шкулӗнче вӗренекенсемпе Г. Н. Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗк вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем патне туслӑх кӗперӗ хыврӑмӑр, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытма, пӗрле хутшӑнма, час-часах тӗл пулма сӑмах патӑмӑр.

“Тӑван халӑхӑн аваллӑхне асра тытмасан – йӑла-йӗрке ҫук, йӑла-йӗркесӗр культура ҫук, культурӑсӑр воспитани ҫук, воспитанисӗр чунлӑх ҫук, чунлӑхсӑр ҫын ҫук, ӑс-тӑнӗпе, чун-чӗрипе ҫӗкленнӗ ҫынсӑр халӑх та упранса юлаймасть,” – тенӗ Геннадий Никандрович Волков ӑсчах. Этнопедагогӑн пӗтӗм вӗрентӗвӗ, кашни сӑмахӗ юрату хӑвачӗпе витерӗннӗ. Ҫакӑн пек тӗрлӗ наци ачисемпе тӗл пулусем ирттерни, пӗр-пӗрин патне тухса ҫӳрени, шкулпа шкул ҫыхӑну тытни, халӑхпа халӑх туслӑ пулни эпир унӑн пехилне асра тытнине ҫирӗплетет.

Пӗр ҫӗр ҫинче пӗр ҫемьери пек килӗштерсе пурӑннине мӗн ҫиттӗр? Пӗрлӗхре ҫеҫ – вӑй, юрату, ӑнлану!

Светлана КУЛАКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика