Тыл шанчăклă чухне салтаксене çăмăл

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 11:23 Просмотров: 22

«Çĕньялта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сеткисем çыхнине пĕлсен Антонина Казначеевăпа иксĕмĕрĕн хамăр ялта та ырă ĕçе пуçарас шухăш çуралчĕ. Татьяна Красновăпа тĕл пулса ку ыйтупа калаçрăмăр. Вăл та çак ĕмĕтпе пурăнать иккен. Ял ушкăнне çырса янă хыççăн халăх хыпара хапăлласа йышăнчĕ. Укçа пухса сетка, спандбонд туянтăмăр. Владимир Краснов, Николай Казначеев сетка çыхмалли станока ăсталарĕç. Малтанласа хăюсем касма Çĕньяла çÿреттĕмĕрччĕ. Пĕрре вăхăта илет, тепре ялан ыйтма та аван мар, вара ял старости Николай Фадеев тата Андрей Краснов пирĕн ĕçе çăмăллатса хăюсем касакан хатĕре туса пачĕç. Андрей Григорьев та айккинче юлмарĕ», - палăртрĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекен Наталья

Григорьева культорганизатор.

Халăх салтаксене чун-чĕререн пулăшас тесе виççĕмĕш çул клуба каякан сукмака куллен тенĕ пек такăрлатать. Кунта аслă çултисем те, çамрăксем те, шкулта вĕренекенсем те пур. Мария Гусарова 80 çултан иртнĕ пулсан та сетка çыхма çÿрет. Александр Селиванов сывлăхĕ хавшаккине пăхмасăр пĕр кун та сиктермест ?сăн ÿкерчĕкре%.

Хатĕр хÿтĕлев каркăчне Венера Пигельцева салтак амăшĕ неонацистсемпе хирĕç кĕрешекенсене çÿлти Пÿлĕхçĕ хăйĕн хÿттинче упратăр тесе чиркÿрен илнĕ таса шыва сапать.

- Каçхи 6 сехет çурă валли пухăнатпăр та 9 сехетчен ĕçлетпĕр, хушăран ытларах та пулать. Виçшер сетка çыхма тăрăшатпăр. Ял çыннисем пĕр кун сиктерми те клуба çÿреме хатĕр. Шăматкун çеç мунча хутнипе кашнинчех пуçтарăнмастпăр. Халăхĕ салтаксене сеткăсем кирлине ăнланать, çавăнпах пулăшма тăрăшать. Окоп çуртисем те шăратса волонтерсенчен парса янă.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем отпуска килсен пирĕн пата тĕл пулăва килеççĕ. Вĕсем сетка çыхакансене ырми-канми ĕçĕшĕн, салтаксен пурнăçне, техникине упрама пулăшнăшăн тав тăваççĕ. Пушă алăпа та килмеççĕ. Пĕрле ларса чей ĕçетпĕр, калаçса ларатпăр, - калаçу тăсăлнă май Наталия Васильевна хăпартланса пĕлтерчĕ.

- Пĕр вăхăт салтаксем валли хăйне майлă кĕтменлĕхсем тăваттăмăрччĕ. Сеткăсем ăшне чипсысемпе кириешкисем, салфеткăсем, ал шăллисем тата ытти япаласем хурса яраттăмăр. Халĕ кучченеçсем хатĕрлетпĕр: маринадланă пахча çимĕç, улма-çырла, чей вĕретсе ĕçме техĕмлĕ курăксем... - терĕ Антонина Казначеева.

Вера Лямкина клуба сетка çыхма килеймест, анчах пĕрех вăйĕ çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Вăл тата Роза Селиванова çĕршыв сыхлавçисем валли ăшă носкисем çыхаççĕ. Мунчала, милĕк паракансем те пур.

Хÿтĕлев хатĕрĕсем халĕччен миçе салтакăн пурнăçне çăлнине никам та пĕлмест. Вĕсем тăван тăрăха çĕнтерÿпе таврăнччăр тесен ырă ĕçе малалла тăсмаллах. Çакна та каласа хăварас килет: Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем Патăрьел округĕнче çыхакан сеткăсене мухтаççĕ. Вĕсемпе хупланă япаласем çÿлтен дронпа пăхсан та курăнмаççĕ, шанчăклă теççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Шухăшсем

Надежда КРАСНОВА, салтак амăшĕ:

- Алексей ывăлăм çар службинчен таврăнсан 2013 çулта контракт çырса çĕршыва хÿтĕлеме кайрĕ. Украинăри ятарлă çар операцине малтанхи кунранах хутшăннă. Çур çул неонацистсемпе кĕрешрĕ, пĕр çапăçура йывăр аманчĕ. Çавăн хыççăн ăна Омск хулине çар ĕçне вĕренме ячĕç. Халĕ та унтах. Отпуска килсен кашнинчех вилнĕ юлташĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулма каять. Ялти клуба та сетка çыхакансем патне килнĕччĕ. Хирти Пикшикри, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулсенче те вĕренекенсемпе курнăçать. Вăл хăй ачаранах кĕрешме çÿретчĕ, çамрăксене те спортпа туслашмаллине калать.

Валентина БАЗМАНКИНА, 77 çулта:

- Ялта сетка çыхма пуçласанах клуба çÿреме пуçларăм. Халăхпа пĕрле вăхăт иртни те сисĕнмест. Телевизор умĕнче ахаль çеç лариччен салтаксене пулăшни сăваплă. Куçа операци тунă хыççăн пĕр вăхăт килте пулма тиврĕ, халĕ тепĕр хут хĕпĕртесех ял хастарĕсемпе клуба сетка çыхма çÿретпĕр. Çĕнтерÿ çеç хăвăртрах пултăрччĕ.

Редакцирен: çак кунсенче Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакансем те 1000-мĕш хÿтĕлев сеткине çар операцине ăсатнă.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика