Туçа территори пайĕнче кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа усă курса курăмлă чылай ĕç тунă. Кивĕ Ахпÿртри фельдшерпа акушер пункчĕ патне çитиччен çула çатма пек тикĕс çул сарнăшăн халăх питĕ савăнчĕ. Сиплев учрежденине çамрăксем çеç мар, аслă çултисем те куллен килеççĕ. Çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те халĕ кунта такăр çулпа утма пулать.
Козловкăпа Пăлакассинче пурăнакансем «Ниме — Халăх бюджечĕ» пулăшнипех масар тавра çĕнĕ карта тытрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнисене асăнса лартнă палăк икĕ ял илемĕ пулса тăчĕ.
Анат Туçапа Туçара масар патне каякан çула çĕнетрĕç.
Туçа территори пайĕнче çитес çул та «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа туллин усă курма палăртаççĕ.
Наталия МЕДВЕДЕВА
Ноябрь 2026 |
